Эрех ҫынна ӑсран кӑларнине иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех паллӑ классикӑмӑр асӑрханӑ. Чӑн та, ӑсран кӑларать. Ӑсран кӑна кӑларнипе те ҫырлахмасть — леш тӗнчене ӑсатать.
2015 ҫулта, акӑ, пирӗн пӗчӗк республикӑра эрехе пула наркӑмӑшланнӑ 1330 тӗслӗхе шута илнӗ. Ку вӑл — официаллӑ статистика тӑрӑх. Урӑхларах каласан, хыпса лартнӑ хыҫҫӑн асапланнӑ самантра шур халатлисенчен пулӑшу ыйтни цифри.
Эрехне хӗрарӑмӗ те, арҫынӗ те тиркемест те, анчах наркӑмӑшланакансен хушшинче 78 проценчӗ — арҫынсем.
Эрехпе наркӑмӑшланнӑ Патӑрьел, Пӑрачкав тата Йӗпреҫ районӗсенчи ҫынсенчен пурте леш тӗнчене ӑсаннӑ. Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Тӑвай, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк районӗсенче тата Ҫӗмӗрле хулинче те вилекенсен йышӗ аванах: эрехпе наркӑмӑшланнисенчен ҫурри ытла куҫне хупнӑ.
Эрех ҫынна ӑсран кӑларнине иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех паллӑ классикӑмӑр асӑрханӑ. Чӑн та, ӑсран кӑларать. Ӑсран кӑна кӑларнипе те ҫырлахмасть — леш тӗнчене ӑсатать.
2015 ҫулта, акӑ, пирӗн пӗчӗк республикӑра эрехе пула наркӑмӑшланнӑ 1330 тӗслӗхе шута илнӗ. Ку вӑл — официаллӑ статистика тӑрӑх. Урӑхларах каласан, хыпса лартнӑ хыҫҫӑн асапланнӑ самантра шур халатлисенчен пулӑшу ыйтни цифри.
Эрехне хӗрарӑмӗ те, арҫынӗ те тиркемест те, анчах наркӑмӑшланакансен хушшинче 78 проценчӗ — арҫынсем.
Эрехпе наркӑмӑшланнӑ Патӑрьел, Пӑрачкав тата Йӗпреҫ районӗсенчи ҫынсенчен пурте леш тӗнчене ӑсаннӑ. Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Тӑвай, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк районӗсенче тата Ҫӗмӗрле хулинче те вилекенсен йышӗ аванах: эрехпе наркӑмӑшланнисенчен ҫурри ытла куҫне хупнӑ.
Чӑваш Енри пултаруллӑ хӗрача, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралнӑскер, Пӗрремӗш каналпа ӳкернӗ «Голос. Дети» проекта хутшӑннӑ.
Мая Егорова жюри пайташӗсен умӗнче Ани Лоракӑн «Я вернусь» юррине шӑрантарнӑ. Мая 14-ра. Музыкӑпа, акӑлчан чӗлхипе кӑсӑкланать. Спортпа та туслӑ вӑл. Тӗнче, Раҫҫей шайӗнчи конкурссене хутшӑнать.
Проект нарӑсӑн 20-мӗшӗнче пуҫланать. Мая унта икӗ хут та лекме хӑтланнӑ, анчах хальхинче кӑна ӑннӑ ӑна. Унӑн ашшӗ Алексей Егоров та юрлама юратать. Мая фортопиано та калать.
Чӑваш хӗрӗ виҫӗ командӑран пӗрне лекнӗ-и? Хальлӗхе калама юрамасть. Проекта курсан паллӑ пулӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнче те йӗлтӗр сырса старта тухнӑ. Анчах вӗсем пӗр кун маларах, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, ӑмӑрту ирттернӗ.
Спорт мероприятийӗ Олимп ҫулӑмне чӗртнинчен пуҫланнӑ. Ӑмӑртӑва 2,5 пин ҫын хутшӑннӑ. Ҫӗрпӳсем вӑй-хал культурипе туслӑ пулма, спорта юратма чӗнсе каланӑ.
Олимп ҫулӑмне чӗртме республика шайӗнче иртнӗ ӑмӑртусен призерне Артем Рахматова шаннӑ. Кун хыҫҫӑн старт пуҫланнӑ. Малтанах чи пӗчӗккисем 100 метр чупнӑ. Чи асли Константин Шаткин пулнӑ. Вӑл — 83 ҫулта. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене укҫан хавхалантарнӑ, парнепе савӑнтарнӑ.
Унччен малтан эпир 83-ри Вера Орлова та йӗлтӗр ҫине тӑни пирки пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» Ҫӗнӗ ҫул проектне пӗтӗмлетмелли мероприяти йӗркеленӗ. Унта Муркаш районӗнчи культурӑпа кану учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем те хутшӑннӑ.
Аса илтерер, «Пӗр районӑн юмахӗ» проекта кӑрлачӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 7-мӗшӗччен Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хулисенче пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫынсем ҫулҫӳрев карттинче кӑтартнӑ ятарлӑ вырӑнсем тӑрӑх канса та савӑнса ҫӳреме пултарчӗҫ ҫав вӑхӑтра.
Уйрӑмах хастаррисем мӗнпур уява ҫитнӗ.
Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чемен карти» этнопаркра кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗн Елки иртнине, ӑна влаҫрисем «Этнозима» (чӑв. Этнохӗл) ят панине эпир пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Энӗшкасси Кушкӑ ялӗнче пурӑнакан Мария Иванова 105 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл мӑшӑрӗпе пӗрле 10 ача ҫуратса ӳстернӗ.
Мария Ивановна 1911 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Пурнӑҫ тӑршшӗпе вӑл кунтах ӗҫленӗ.
Мария Иванова 15 ҫултах тӑлӑха юлнӑ, йывӑрлӑхсене пӗчченех парӑнтарнӑ. Ун чухне вӑл ялти Федорпа паллашнӑ, тепӗр виҫӗ ҫултан унпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Асла вӑрҫи пуҫланиччен ҫемьере 5 ача ҫуралнӑ. Федор Ивановича фронта илсе кайсан пӗр ачи чирлесе вилнӗ.
Федор Иванович вӑрҫӑран чиперех таврӑннӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсен тепӗр 5 ача ҫут тӗнчене килнӗ. Мӑшӑр ҫур ӗмӗр пӗрле пурӑннӑ. 1995 ҫулта Федор Иванович ҫӗре кӗнӗ.
Шел те, халӗ Мария Ивановна ытлах тухса ҫӳремест, япӑх илтет. Ачисемпе тата мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать вӑл.
Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнче тин ҫуралнӑ ачана пульница умӗнче тупнӑ. Пӗчӗкскере ӑшӑтнӑ, унтан Шупашкара илсе кайнӑ.
Ку Кӑшарни уявӗнче, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, пулнӑ. Хӗрачана ирхи 7 сехетре тупнӑ. Арҫынсем пирус туртма тухсан асӑрханӑ ӑна. Ачана утиялпа чӗркенӗ пулнӑ.
Ун чухне ача ҫуралнӑранпа 5 кун кӑна иртнӗ. Пӗчӗкскерӗн сивве пула сасси те ҫӗтнӗ. Кӑвапине, ахӑртнех, амӑшӗ хӑйех ҫыхнӑ.
Амӑшне тупма йывӑр, мӗншӗн тесен вӑл тухтӑрсем патӗнче учётра тӑман. Ача ялта килти условисенче ҫуралнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӗ хӗрача Шупашкарти «Малютка» ача ҫуртӗнче.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче паянтан ҫӗнӗ ҫын ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки хушӑва республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Унта сӑмахӗ министр ҫумне Александр Жукова лартасси пирки пырать.
Александр Жуков Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. 1991 ҫулта республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи электромеханика колледжне вӗренсе пӗтернӗ. Унта вӑл программа управлениллӗ станоксене йӗркелеме тата ӗҫлеттерме хӑнӑхнӑ май техник-электромеханик специальноҫне алла илнӗ. Мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑк кунпах ҫырлахман — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Унтан вӑл 1996 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Хальхинче экономист-менеджер профессине алла илнӗ.
Ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне лариччен Александр Жуков Федераци казначействин Ҫӗрпӳ районӗнчи уйрӑмне ертсе пынӑ.
Ҫӗрпӳ район пульницинче ача-пӑча уйрӑмӗ уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ ҫулхи каникулсем хыҫҫӑнах унта пациентсем килме пуҫланӑ.
Ача-пӑча уйрӑмӗ чылай вӑхӑт кивӗ ҫуртра пулнӑ. Унта йӑлтах кивелнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене сипленсе пӗтермесӗрех киле илсе кайнӑ. Нумаях пулмасть республика хыснинчи укҫапа усӑ курса стационар корпусӗнче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ те ачасем валли уйрӑм уҫнӑ. Вӑл стандартсемпе, санитари нормисемпе килӗшсе тӑрать.
Кунта выртмалли 10 тата кӑнтӑрла сипленмелли 3 вырӑн пур. Ашшӗ-амӑшӗ валли юнашарах койка пур. Палатӑсене бокс евӗр хӑтлӑлатнӑ. Интерьер та хитре.
Вӑйӑ залӗ, апатланӑш валли усламҫӑсем пулӑшнипе хатӗр-хӗтӗр илнӗ. Уйрӑма хута ямашкӑн 3,5 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
«Прессӑн ылтӑн фончӗ–2016» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса иртнӗ ҫул вӗҫӗнчех пӗтӗмлетрӗҫ-ха. Ҫапах та ку паллӑна тивӗҫнисене кӑҫал унпа усӑ курма ирӗк панине кура ҫав ятлӑ хаҫат-журнала пӗлтерме эпир кая юлман тесе шухӑшлатпӑр. Конкурса «Журналист» издательство ҫурчӗ йӗркелет.
Сӑмах май каласан, ылтӑн паллӑна тивӗҫнине тӗрлӗрен хаклакан-йышӑнакансем пур-ха. Ара, кирек епле парнен те, енчен вӑл йышлӑ пулсан, сумӗ чакать-тӗр ҫав. Юрӗ, сӑмахӑмӑр ун пирки мар.
Конкурса 268 кӑларӑм хутшӑннӑ. Вӗсем — ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тухса тӑракан пичет кӑларӑмӗсем.
Конкурса тӑратнӑ хаҫат-журнала конкурс комиссийӗ виҫӗ степеньлӗ паллӑпа хакланӑ. Пирӗн республикӑри виҫӗ хаҫат: «Советская Чувашия», «Алатырские вести» тата Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» — иккӗмӗш степеньлине тивӗҫнӗ.
Тӑхӑр хаҫат виҫҫӗмӗш степеньлӗ паллӑ хуҫисем пулса тӑнӑ. Вӗсен хушшинче чӑваш парламенчӗн «Республика» хаҫачӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани», Муркаш районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ», Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Цивильский вестник», Елчӗк районӗнчи «Елчӗк Ен» хаҫачӗсем, «Агромаш» тата «Моя Империя» журналсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |